Чӑваш Енре ҫитес ҫулталӑкӑн утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу хакӗ вӑтамран 4,4 процент хӑпарӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хаксем пирки хушӑва ӗнер алӑ пуснӑ. Маларах эпир ҫитес ҫул пирӗн республикӑра хак 3,9 процент хӑпарма пултарассине пӗлтернӗччӗ-ха.
Кӗсьене пуринчен ытла Шупашкарта ҫӳхетме тивӗ: унта хак хальхинчен чӗрӗк пай таран хӑпарма пултарать. Ҫакӑ ӑшӑ энергийӗпе хутнин хакӗ 24,8-шар процент хакланнипе ҫыхӑннӑ. Канашра хак 10%, Ҫӗнӗ Шупашкарта 12%, Ҫӗмӗрлере 7% ӳсмелле. Яллӑ районсенче хак хӑпараслӑх 4,4 процентран иртмелле мар. Ҫапах та хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсенче ку цифрӑран пысӑкрах пулӗ: Элӗкре — 5,7%, Патӑрьелте — 6%, Вӑрнарта — 4,7%, Йӗпреҫре —12%, Комсомольскинче — 4,9%, Красноармейскинче — 12%, Хӗрлӗ Чутайӗнче — 5,7%, Тӑвайӗнче — 8%, Ҫӗрпӳре — 10%, Етӗрнере — 12%, Куславккара — 12%, Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче — 12%, Вӑрман-Ҫӗктерте — 10%, Ишлейре — 7,5%, Кӳкеҫре — 7%, Ҫӗньялта — 10%.
Халӑх юррине шӑрантаракан 40 юрӑҫ чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти педагогика университечӗн ӳнер тата музыка вӗрентӗвӗн факультечӗн сцени ҫине тухнӑ. Конкурса хутшӑнас шухӑшлисем 14 районти 60 солист тупӑннӑ. Анчах финала пурте лекеймен.
Халӑх юррисене пухнӑ тата вӗсене юрланӑ Ираида Вдовина ячӗллӗ конкурса Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУпа пӗрле ирттернӗ. «Ай, юрлар-и!» регионсем хушшинчи конкурса кӑҫал улттӑмӗш хут ирттернӗ.
Конкурса икӗ номинаципе йӗркеленӗ: «Студенты специальных музыкальных учебных заведений» (чӑв. Ятарлӑ музыка вӗренӳ заведенийӗсен студенчӗсем) тата «Любители народной песни» (чӑв. Халӑх юррине юратакансем). Юрласа ӑмӑртакансене Михаил Кондратьев музыковед, ӳнер пӗлӗвӗн докторӗ, Чӑваш гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пай пуҫлӑхӗ; «Классика» юрӑ капеллин дирижер-хормейстерӗ, Шупашкарти Ф. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча шкулӗн хор уйрӑмӗн ертӳҫи Александра Васильева; Александр Осипов музыковед; Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ Светлана Лаврентьева; Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн пай пуҫлӑхӗ Светлана Тяхмусова; Ҫӗрпӳ районӗнчи культура аталанӑвӗн центрӗн пуҫлӑхӗ Светлана Смирнова тата Ирида Вдовинан хӗрӗсем — Рива Захаровапа Луизы Березнева — хакланӑ.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта иртнӗ наци культурисен фестивалӗнчен Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мария Мареева Михаил Игнатьев Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗпе таврӑннӑ.
Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви тата республикӑри наципе культура пӗрлешӗвӗсем ирттернӗ мероприятире Михаил Игнатьев республикӑра 128 наци ҫынни туслӑн пурӑннине аса илтернӗ. Чӗлхе те, тӗн те чӑрмав маррине палӑртнӑ вӑл. Михаил Игнатьев шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсене тӑван ҫӗре, тӑван ҫӗршыва юратни пӗрлештерет.
Чӑваш наци конгресӗн пайташне Мария Мареевана Михаил Игнатьев наци культурине аталантарма тӳпе хывнӑшӑн тата общество пурнӑҫӗнчи хастралӑхшӑн тав тунӑ.
Фестивальте республикӑна ертсе пыракансем, депутатсем, ӗҫлӗ ытти ҫынпа наци пӗрлешӗвӗсен пайташӗсем сӑмах каланӑ.
Хӗрлӗ Чутайри тӗп вулавӑшра Мучикассинче пурӑнакан Зинаида Михайловна Черновӑн «Ма савӑнса юрлас мар...» сӑвӑсемпе юрӑсен пуххин хӑтлавӗ иртрӗ. Авторӑн ку иккӗмӗш кӗнеки.
Зинаида Чернова 1941-мӗш ҫулта Тралькасси ялӗнче йышлӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Ашшӗ вӗрентекен пулнӑ, вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. Зинаидӑн вӑрҫӑ нушисене ытти ҫынсемпе танах тӳсме тивнӗ. 20 ҫула ҫитсен вӑл Мучикассинчи Николай Андреевича качча тухнӑ. Нумаях пулмасть ҫӗре кӗнӗ мӑшӑрӗпе 5 ача ҫуратса ӳстернӗ, пурне те аслӑ пӗлӳ панӑ. Черновсен хушма хуҫалӑхӗ районти «Чи лайӑх хушма хуҫалӑх» конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ ята та тивӗҫнӗ.
Зинаида Михайловна пушӑ вӑхӑтра сӑвӑ-юрӑ хайлать, хӑйӗн юррисене районта иртекен тӗрлӗ концерт-фестивальте юрласа халӑха савӑнтарать. Халӑх унӑн юррисене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илет.
Кӗнеке хӑтлавне кӗнеке тусӗсем, унӑн ҫывӑх тӑванӗсем, вырӑнти юрӑҫсем, сӑвӑ-юрӑ юратакансем пухӑннӑ. Кашниех ӑшӑ кӑмӑллӑ автора хӑйне евӗрлӗ сӑвӑсемпе юрӑсемшӗн тав тунӑ. Райадминистраци элчисем, Зоя Спиридонова юрӑҫ, районти ветерансен канашӗн ертӳҫи Галина Тимакова, Светлана Яруткина сӑвӑҫӑ тата ыттисем ӗҫ ветеранне пултарулӑх ӗҫӗнче татах та пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума сӗннӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ялӗнчи Анатолий Софронов 1965 ҫулта ҫуралнӑ. Ытти тантӑшӗсем пекех шкулта вӗреннӗ. Хыҫҫӑн Шупашкарти 18-мӗш училищӗре пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Автослесарь специальноҫне алла илнӗ. Вӑхӑт ҫитнӗ те ҫара кайнӑ. Штанаш ҫамрӑкӗ Малтанах Белоруҫре ҫар вӑрттӑнлӑхӗсене хӑнӑхнӑ. Унтан ӑна Ҫурҫӗр флотне куҫарнӑ, Полярный хулара хӗсмете малалла тӑснӑ. Анчах та 1986 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнче вӗсен катерне шывай карапӗ ҫиеле тухнӑ чух пырса тӑрӑннӑ. Инкекре Анатолий Витальевичӑн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ.
Унтанпа вӑхӑчӗ сахал мар хыҫа юлнӑ пулин те, хӗсмете пӗрле тухса кайнисем тата училищӗре вӗреннисем Штанаш каччине манмаҫҫӗ. Тинӗс ҫар флочӗн кунӗнче ҫулсерен унӑн вилтӑприйӗ ҫине килсе каяҫҫӗ. Ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе флотра пурнӑҫланисем укҫа-тенкӗ пуҫтарса палӑк тутарнӑ. Нумаях пулмасть ӑна Штанаш ҫӑви ҫине килсе вырнаҫтарнӑ. Тӗрлӗ районтан тухнӑ Г.Скворцов, С.Потапов, В.Столяров, Ю.Борисов, А.Аврамов, И.Поляков, А.Малышев тата ыттисем иртнӗ вӑхӑтсене ырӑпа аса илнӗ.
Раҫҫейри ҫарпа истори пӗрлӗхӗ кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут «Герои Великой Победы» (чӑв. Аслӑ Ҫентерӗвӗн Паттӑрӗсем) Пӗтӗм Раҫҫейри литература конкурсне ирттерет. Унта Чӑваш Республикинче пурӑнакансем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакансен йышӗ ҫуллен нумайлансах пырать, пин-пин автор вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ хӑйсен хайлавӗсене конкурса тӑратать.
2015 тата 2016-мӗш ҫулсенче ку конкурса хутшӑнса Галина Золота та темиҫе хайлав ярса панӑ, ҫав шутра — хӑй ӗҫлекан Штанашри шкул ачисен хайлавӗсене те. Кӑҫал вара вӑл финала та тухма пултарнӑ. Ҫак кунсенче Галина Зотовӑна 2015-мӗш ҫулта ҫӗнтернӗ хайлавсене пухса хатӗрленӗ кӗнекене ярса панӑ. Унта авторӑн биографийӗ те, сӑнӳкерчӗкӗ те пур. Автор конкурса 3 ӗҫ ярса панӑ. Сӑмахран, унӑн куккӑшӗ Анисимов Василий Анисимович вӑрҫӑра икӗ хутчен Мухтав орденӗ илме тивӗҫнӗ. Ӑна халалласа Галина Зотова «Выстоял, чтобы победить» (чӑв. Ҫӗнтерес тӗллевпе чӑтнӑ) ятлӑ калав ҫырнӑ. Шӑпах ҫак калав жюри членӗсене килӗшнӗ те, ӑна кӗнекене кӗртнӗ. Хайлавсен пуххинче Шупашкарта ҫуралнӑ Кошкин Сергей Валерьевич ҫырнӑ «История любви» (чӑв.
Ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн саккунӗ те кӗр енне пушшех те ун кӑмӑлне пӗлсе ҫитерме йывӑр. Республикӑри хӑш-пӗр хуҫалӑхра халӗ ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑрах тӑнине кура копалкӑпа та кӑлараҫҫӗ, ҫавна май пуҫтарма ҫынсене илсе тухаҫҫӗ. Хальлӗхе мӗнпур лаптӑкӑн ҫуррине кӑна кӑларма ӗлкӗрнӗ-ха. Хирте 47 комбайнпа 73 копалка ӗҫлет.
Красноармейски районӗнче вӑрлӑхшӑн ӳстернӗ куккуруса вырса тӗшӗлеме тухнӑ. Ҫак культурӑна ытти ҫӗрте те, сӑмахран, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенче, акса хӑварнисем пур.
Кӗрхисене акасси те малалла пырать. Иртнӗ уйӑхӑн 30-мӗшӗ тӗлне палӑртнин 93,9 процентне ҫӗннӗ. Планпа пӑхнине Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче пӗтернӗ.
Чӑваш Ене васкавлӑ пулӑшу ураписем ҫитнӗ. Вӗр ҫӗнӗ те хальхи самана ыйтнипе килӗшсе тӑраканскерсен уҫҫисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура валеҫнӗ. Элтепер Администрацийӗн пресс-служби сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, урапасене Раҫҫей Правительствин хушӑвӗпе уйӑрнӑ.
Васкавлӑ пулӑшӑвӑн республикӑри станцийӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Федоров та урапасене пысӑка хурса хакланӑ. «Мӗн кирли вӗсенче йӑлтах пур», — ырланӑ тухтӑр васкавлӑ пулӑшу машинисене.
Васкавлӑ пулӑшу 13 машини шутӗнче 1 реанимобиль те пур. Вӗсене пурне те кирлӗ медицина оборудованийӗпе тивӗҫтернӗ. Ҫӗнӗрен ҫитнӗ урапасем Шупашкар, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав районӗсене тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене ӑсаннӑ.
Республикӑри хуҫалӑхсенче ӗнерхи куна тӗштырӑна тата пӑрҫа йышши культурӑсене мӗнпур вырма лаптӑкӗн 99,5 проценчӗ ҫинчен пухса кӗртнӗ. 13 районта ку ӗҫе вӗҫленӗ. Кашни гектар пуҫне тухӑҫ вӑтамран 22,5 центнера ларать. Пысӑк тухӑҫпа Елчӗк (28,0 ц/га) тата Вӑрнар (27,7 ц/га) районӗсем мухтанма пултараҫҫӗ.
Ҫӗрулми кӑларассипе тата пахча-ҫимӗҫ пуҫтарса илессипе те хуҫалӑхсем малалла тимлеҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтри яваплӑ тепӗр ӗҫ — кӗр аки. Ӗнерхи куна кӗрхисене 87 пин гектар акнӑ, унсӑр пуҫне ҫу туса илмелли культурӑсем 0,8 пин гектар йышӑнаҫҫӗ. Кӗрхисене акассипе планпа пӑхнине Элӗк (100,3% акнӑ), Йӗпреҫ (100,1%), Хӗрлӗ Чутай (100,0%), Муркаш (101,8%), Пӑрачкав (100,0%), Ҫӗмӗрле (128,2%) тата Елчӗк (100,0%) районӗсенче пурнӑҫланӑ.
Нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чулхула облаҫӗнчи Пильна районӗ 87-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ку тӑрӑхпа вара Хӗрлӗ Чутай районӗ туслӑ.
Хӗрлӗчутайсем вӗсене саламламашкӑн кайнӑ. Пильна тӑрӑхне ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Александр Самсонов, концертсен ертӳҫи Регина Чишкина артистка ҫитнӗ.
Пирӗн артистсем концерта хутшӑннӑ. Вӗсен юррисене Чулхула халӑхӗ тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илнӗ.
Александр Самсонов каланӑ тӑрӑх, уявра Пӗрремӗш каналпа пыракан «Пока все дома» кӑларӑм ертӳҫи Тимур Кизяков та пулнӑ. Унпа пурте сӑн ӳкерӗнме талпӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |